2018-2019 çулсенче колони пуçлăхĕ хăйĕн çумĕпе тата вырăнти уйрăм предпринимательпе пĕр майлă пулса Свердловск облаçĕнчи коммерци организацийĕпе икĕ фиктивлă (суя) патшалăх контракчĕ тунă. Хут тăрăх ĕçпе юсамалли колоние Зилаир районĕнчен 1100 кубометр вăрман, пурĕ 1,2 млн тенкĕлĕх илсе килмелле пулнă. Чăннипе вара пурлăх асăннă çынсен кĕсйине вырнаçнă.
Усал шухăшлă çынсем ĕçпе юсамалли колоние 1,2 млн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Укçа вăрланине Пушкăртстан Республикинчи Раççей ФСБ Управленин тата Пушкăртстан Республикинчи УФСИН (наказанисене пурнăçа кĕртекен федераллă службăн управленийĕ) харпăр хăрушсăрлăх уйрăмĕн ĕçченĕсем тупса палăртнă.
Айăпланакансем хăйсен айăпне йышăнман. Приговора пурнăçа кĕртме тата сиен кÿнине тавăрма айăпланакансен куçман пурлăхне арестленĕ.
Çак ĕçĕн айăплав заключенине çывăх вăхăтра тĕпрен пăхса тухма суда ярĕç.
Ĕçпе юсакан колонин пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ çынна хирĕç уголовлă йĕрлеве чарнă. Мĕншĕн тесен вăл вилнĕ.
Патшалăх контракчĕ тунă уйрăм предпринимателе хирĕç уголовлă ĕçе уйрăм производствăна уйăрнă тата Свердловск облаçĕн шалти ĕçсен органне янă.
Республикăри Раççей ФСИН Управленин адресĕпе преступлени тума пулăшакан лару-тăрăва тĕп тума хушу килнĕ.