

«Раççейĕн пĕчĕк мисĕ-2021» Гран-прине Пушкăртстан Республикинчи Белорецк хулинчи Ева Евтеева çĕнсе илнĕ. Конкурс темиçе тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕш тапхăрта «Ман хула» темăллă костюмпа паллаштармалла пулнă. Ева тăван хулине «Шыв пусăм башни» костюм урлă кăтартса панă. Башня Белорецк хулинчи паллă вырăнсенчен пĕри шутланать.
Иккĕмĕш тапхăрта наци костюмĕсем тăхăнса хăйĕнпе палллаштарасси иртнĕ. Илемлĕ вырăс тумĕллĕ (ăна Ĕпхÿ хулинче ятарласа Ева валли çĕленĕ) номер жюри членĕсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ. Пурте «браво» тесе кăшкăрнă.
Конкурсăн виççĕмĕш тапхăрĕ пултарулăх номерĕ пулнă. Ева илемлĕ гимнастикăри пултарулăхне кăтартнă. Урай питĕ яка пулсан та хĕр ача хăй номерне пиллĕклĕх пурнăçланă. Ун репертуарне «Луч» спорт комплексĕнчи илемлĕх гимнастикин тренерĕ Юлия Игошева хатĕрленĕ.
Çак номерсене пурне те кăтартса, Ева Раççейри 7-8 çулхи 57 пултаруллă ача хушшинче мала тухса Гран-прие çĕнсе илнĕ. Ăна дизайнерсем хатĕрленĕ кăшăл тата бал кĕпи, çĕнтерÿçĕ лентине, диплом, «Лига талантов» фестиваль юхăмĕн сертифактне парнеленĕ.
Çĕнтерÿçĕ пирки проморолик ÿкерĕç. Ăна Раççейри пултаруллă çынсен базине вырнаçтарĕç.
Надежда РОДИОНОВА.