Новости
31 Августӑн 2021, 07:10

Вăтам ĕç укçи 40 пин тенке çитнĕ

Пушкăртстанра 2021 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 40 236 тенкĕпе танлашнă. Çакна республика правительствин оперативлă канашлăвĕнче регион пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Вăтам ĕç укçи 40 пин тенке çитнĕВăтам ĕç укçи 40 пин тенке çитнĕ
Вăтам ĕç укçи 40 пин тенке çитнĕ

 - Пирвайхи хут вăтам ĕç укçи 40 пин тенкĕ урлă каçрĕ. Çакă пĕлтерĕшлĕ кăтарту. Анчах ку пысăк ĕç укçи мар. Чылай çын çак хисепрен те сахалрах шалу илет. Ку енĕпе малалла ĕçлемелли пур-ха. Ĕçтешсемпе пирĕн‚ инвестици хывакансемпе пĕрле‚ ĕç укçин шайĕпе çыхăннă пункта кĕртесси çинчен калаçса татăлмалла. Çавăн пекех ĕçсĕррисен шайĕ чакнине палăртса хăвармалла. Кунта лару-тăру начар мар‚ анчах тумалли çителĕклех. Çулталăка ăнăçлă вĕçлессе шанатăп‚ - тенĕ Радий Хабиров.

Çур çул хушшинче вăтам ĕç укçи 8‚4% ÿснĕ‚ 40 236‚1 тенкĕпе танлашнă.  Август уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне регистраци иртнĕ ĕçсĕррисен шучĕ 1‚88 процента çитнĕ.

Çавăн пекех Радий Хабиров 2021 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче промышленность производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 3‚5% ÿснине палăртнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас