- Вĕрентÿ организацийĕсенче‚ çамрăксем хушшинче терроризм енĕпе йĕркеленĕ профилактика ĕçĕ федераци тата регион законĕсем ыйтнине тивĕçтерет. Çав вăхăтрах терроризмпа çыхăннă пулăмсем сиксе тухас хăрушлăх пур‚ - тенĕ Радий Хабиров. - Çавăнпа профилактика мерисене çĕнетмелле‚ уйрăмах çамрăксем хушшинче. Унсăр пуçне мĕнпур юхăмсем тăрăх системăлла ĕç йĕркелемелле.
Пушкăртстан Пуçлăхĕн Администраци ертÿçин çумĕ Урал Кильсенбаев пĕлтернĕ тăрăх‚ ыйтăм ирттернин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра пурăнакансем нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшунусен шайне лайăх хак параççĕ.
Регионта пуян тематикăллă ĕç йĕрки хатĕрленĕ. Унта наципе культура мероприятийĕсем‚ форумсем‚ чи лайăх практикăсемпе паллашасси тата çут ĕç ĕçĕсене кĕртнĕ. Йăлана кĕнĕ конфессисен пуçлăхĕсем Пушкăртстанри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене яланах хутшăнаççĕ.
Урал Кильсенбаев çакна та палăртнă: ачасемпе çамрăксен социаллă хăрушă хăтланăвне шыраса тупас тĕллевпе деструктивлă аккаунтсем тăрăх веб-ресурссене хупаççĕ. Çавăнпа интернетри сетьсен мониторинг системине анлăлатмалла‚ япăх тенденцисене оперативлă хакламалла.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ПР Çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетне çамрăксем хушшинче терроризма хирĕç кĕрешессипе профилактика тытăмне çĕнетесси‚ çавăн пекех çамрăк ăрăва экстремистла шухăшсенчен хÿтĕлесси пирки сĕнÿсем тăратма хушу панă.