Пур хыпар та
Новости
2 Сентябрӗн 2021, 16:51

Ĕпхÿ районĕнчи Зубовăра ача сачĕллĕ шкул уçăлнă

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ĕпхÿ районĕнчи «Зубово Life» поселокĕнче (ăна «Жилой квартал» строительство компанийĕ хăпартать») «Пĕлÿ» ятлă çĕнĕ вĕренÿ центрĕ уçăлнă. Вĕрентÿ учрежденине «Демография» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн федераллă тата регион хыснин укçи-тенкипе кĕске вăхăтра хăпартнă.

Ĕпхÿ районĕнчи Зубовăра ача сачĕллĕ шкул уçăлнă
Ĕпхÿ районĕнчи Зубовăра ача сачĕллĕ шкул уçăлнă

Шкула уçассипе çыхăннă чаплă церемоние Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров хутшăннă.

 - Пĕлÿ кунĕнче çĕнĕ шкулсем хута ярасси йăлана кĕнĕ. Паян эпир ăна Зубовăра уçатпăр. Кунта килнĕ чух поселок çĕнĕ çуртсемпе пуянланнине  асăрхарăм. Уйрăм çынсен çурчĕсем те, нумай хваттерлисем те пур. Паллах, çак шкул кунта питĕ кирлĕччĕ. Малалла та çĕнĕ çуртсем хăпартма йышăнтăмăр. Çынсен хăйсен хваттерĕсем, çурчĕсем пулсан питĕ кăмăллă.

Паян, пĕлÿ кунĕнче, чи малтан шкул ачисене саламлас килет. Пĕлÿ илнисĕр пуçне ачасен спорт, культура енĕпе те аталанмалла. Паллах, вĕрентекенсене те тав тăвасшăн, мĕншĕн тесен çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе эсир туса пыратăр. Тайма пуç, сире, - тенĕ Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров мероприяти вăхăтĕнче.

Çавăн пекех регион ертÿçи кăшăлвируса пула йышăннă чарусене шута илме сĕннĕ.

Строительство объекчĕ ача сачĕпе пĕрлештернĕ шкула аса илтерет. Центра 640 шкул ачи тата 160 шкул çулне çитичченхи шăпăрлан çÿрĕ. Çурта хăпартас ĕçе «Жилой квартал» строительство компанийĕ хастар хутшăннă. Строительство ĕçне пурнăçлакансем хăйсемех шкул тата ача сачĕн проектне хатĕрленĕ. Асăннă компании Ĕпхÿ районĕнчи Зубово, Михайловка, Миловка поселокĕсенче çĕнĕ çуртсем хăпартать.

Зубово ялĕнчи шкулпа ача сачĕ уçăласса нумай çемье кĕтнĕ. Малашне хваттер туянас текенсен  ача сачĕпе шкул пирки пăшăрханмалла мар. Хула тулашĕнчи поселока ачаллă çемьесем те куçма пултараççĕ. Шкул территорийĕнче ачасен ÿт-пĕвне аталантармалли, спорт занятийĕсем ирттермелли футбол, волейбол площадкисем, чупмалли çулсем, пысăк спортзал, вылямалли лапамсем пур.

Вĕренÿ процесне йĕркелеме кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ вĕрентÿ кабинечĕсем, арçын ачасене  тата хĕр ачасене ĕç урокĕсем ирттермелли пÿлĕмсем, роботтехникăпа ют чĕлхесене вĕрентмелли уйрăм вырăнсем пур.

Ача садĕнчи гимнастика тата музыка занятийĕсем ирттермелли залсем, вăйă лапамĕсем шăпăрлансемшĕн пысăк парне пулса тăнă . Вĕсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. 

Надежда РОДИОНОВА.

#Республика Башкортостан#уралсасси#национальныепроекты#демография

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас