Пур хыпар та
Новости
3 Сентябрӗн 2021, 12:59

Ача амăш капиталĕн виçи çĕнĕ çултан ÿсет

2022 çулта ача амăшĕн капиталĕ пĕрремĕш ача çуратсан 503 пин тенке, иккĕмĕшшĕн 665 пине çитмелле. Çакăн çинчен РФ Ĕç министерствин ертÿçи Антон Котяков Владивостокра иртекен Хĕвелтухăç экономика форумĕнче  пĕлтернĕ.

Ача амăш капиталĕн виçи çĕнĕ çултан ÿсет
Ача амăш капиталĕн виçи çĕнĕ çултан ÿсет

Котяков Раççей Пенси фончĕн бюджет проекчĕ ача амăшĕн капиталне индексацилеме май панине çитĕплетнĕ.

- 2022 çулта ача амăшĕн капиталĕ малтанхи ачашăн 503 237 тенкĕпе танлашĕ, иккĕмĕшшĕн 665 009 тенкĕ пулĕ. Енчен те çемье пĕрремĕш ачашăн ача амăшĕн капиталне илнĕ пулсан, иккĕмĕшшĕн хушса 161 772 тенкĕ тÿлĕç,- тенĕ министр.

Кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа ача амăшĕн капиталĕн виçи пĕрремĕш ачашăн 483,8 тенкĕ пулнă, иккĕмĕшшшĕн – 639,4 тенкĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Башкортостан#Уралсасси#Нацпроекты#Демография

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас