- Медицина препарачăсем туса кăларнин индексĕ ÿсни кĕтнĕ пулăм‚ – тенĕ ПР промышленность‚ энергетика тата инноваци министрĕ Александр Шельдяев. - Пирĕн малта пыракан фармацевт предприятийĕсем аталанаççĕ‚ çĕнелеççĕ. Паллах‚ вĕсем çăмăл мар эпидемиологи лару-тăрăвĕ вăхăтĕнче кăшăлвирус инфекцийĕнчен те‚ ытти инфекци чирĕсенчен те вакцинăсемпе тивĕçтереççĕ.
«Иммунопрепарат» наукăпа производство пĕрлешĕвĕн промышленность производствин индексĕ çичĕ уйăх хушшинче 121% танлашнă. Çакă туса кăларакан тĕп продукцисен тĕсĕсене 34‚2% ÿстернине çирĕплетет.
«Фармстандарт-УфаВИТА» предприятинче кăшăлвирус инфекцийĕнчен Спутник V тата Спутник Лайт вакцинăсене туса кăларма тытăннă. Производство хăвачĕ уйăхне 40 млн доза хатĕрлеме май парать. Çапла майпа производство индексĕ 7 уйăх хушшинче 180% çитнĕ.