+9 °С
Ясно
Шыва кĕмелли сезон вăхăтĕнче Ĕпхÿ хулинче шывра канмалли 10 вырăн ĕçленĕ. Уйрăмăн илес пулсан, Дема районĕнче «Карьерное», Калинин районĕнче «Песчаный», «Гольстрим», «Райский берег», Киров районĕнче «Солнечный» пляж, Ленин районĕнче «Водник» стадион районĕнчи, «Ак-Яр Нижегородка», Октябрьский районĕнче «Берег солнца», «Сипайловское Сочи» канмалли вырăнсем кĕреççĕ.
2021 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пур официаллă пляжра та дежурствăсем йĕркеленĕ. Унсăр пуçне Шыравпа хÿтĕлев отрячĕ çумĕнче водолазсен ушкăнĕ талăкĕпе дежурствăра тăнă.
Надежда РОДИОНОВА.