Пур хыпар та
Новости
3 Сентябрӗн 2021, 17:45

Пушкăртстан спортсменĕсем Паралимпиадăра тата икĕ ылтăн медале тивĕçнĕ

Токиора иртекен Паралимп вăйисенче Пушкăртстан спортсменĕсем черетлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Ылтăн медальсене Богдан Мозговой тата Андрей Николаев ишевçĕсем çĕнсе илнĕ. Вĕсем пĕрлештернĕ командăра 4х100 эстафетăра Александр Скалиухпа тата Андрей Калинапа пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Пушкăртстан спортсменĕсем Паралимпиадăра тата икĕ ылтăн медале тивĕçнĕ
Пушкăртстан спортсменĕсем Паралимпиадăра тата икĕ ылтăн медале тивĕçнĕ

Раççейĕн пĕрлештернĕ командине палăртна дистанцине ишсе тухма 4 минут та 6,59 секунд кирлĕ пулнă.

Кĕмĕл медале Австри спортсменĕсен команди çĕнсе илнĕ, Итали ишевçисем бронзăллă пулса тăнă.

Хальхи вăхăт тĕлне Раçсейĕн Паралимп команди 34 ылтăн, 28 кĕмĕл тата 43 бронза награда çĕнсе илнĕ. Ку вăл медаль зачетĕнче виççĕмĕш вырăн пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас