Вĕрентÿ учрежденисенче стоматологи кабинечĕсем Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пуçарнă «Вĕçсе хăпар» («Взлетай») вĕрентÿ проекчĕн «Сывлăхлă кулă» («Здоровая улыбка») модуль витĕмĕпе пурнăçа кĕнĕ. Халĕ регион Атăлçи федераллă округра шкул стоматологийĕпе малти вырăн йышăнать.
2020 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа куçса çÿрекен стоматологи комплексĕ республикăн инçетри районĕсене 11 хутчен тухса çÿренĕ. Специалистсем 1381 ачана тĕрĕслев ирттернĕ. Çав шутра тулли пурнăçпа пурăнайман, тăлăх, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесенчи ачасене те.
Малашне 800-1000 ача вĕренекен шкулсенче 50-80 стоматологи кабинечĕ уçма палăртаççĕ. Пушкăртстан пуçлăхĕ стоматологи кабинечĕсенче вĕрентекенсене те сиплеме хушнă, халĕ йĕркелÿ ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ.
Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#здравоохранение