Пур хыпар та
Новости
8 Сентябрӗн 2021, 12:24

Инвестсабантуя Пелепейĕнчи «Илем» ушкăн хутшăнĕ

Сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Сибай хулинче Пĕтĕм Раççейри «Урал леш енче - 2021» («Зауралье -2021») инвестици сабантуйĕ иртет.

Форума хутшăнакансене, спикерсемпе хăнасене пуян та анлă программа кĕтет - промышленность, шалти туризм, ял хуçалăх тата ытти ыйтусемпе çыхăннă стратегиллĕ сессисем. Инвестсабантуя Раççей регионĕсенчи политиксемпе инвесторсемсĕр, бизнес тата культура тытăмĕнче ĕçлекенсемсĕр, экспертсемпе общество деятелĕсемсĕр пуçне ют çĕршывран килнĕ хăнасем те хутшăнаççĕ.
Ĕçлĕ программăна икĕ гастрономи фестивалĕ - республикăри наци апат-çимĕçĕн конкурсĕ тата «КумысFEST» - илем кÿрĕ. Республикăри халăхсен пуян та тĕрлĕ наци апатне кăтартас шухăш «Урал леш енче-2020» Инвестсабантуй вăхăтĕнче çуралнă. Ун чухне республикăн премьер-министрĕ Андрей Назаров Пушкăртстан Республикин апат-çимĕç атласне туса хатĕрлеме сĕннĕ. Шăпах çавăн чухне фестивале йĕркелеме йышăну тунă та.
Çур çул хушши фестивале хатĕрленнĕ, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче мероприятисем ирттернĕ, хăйне евĕр тата кăсăк проектсене, вырăнта пурăнакан халăхсен чи паха апат-çимĕçне суйласа илнĕ. Пушкăрт халăхĕн паллă ĕçми-çимине кăтартма фестивале Абзелил, Баймак, Кугарчă тата ытти район представителĕсем килсе çитмелле. Пелепей районĕнчи «Илем» халăх ансамблĕ чăваш апачĕпе тата йăли-йĕркипе паллаштарĕ. Бирск районĕ мари халăхĕн кухни çинчен каласа парĕ. Хăнасем тутар сĕтелĕн тутипе сĕткенлĕхне Буздяк районĕнчи хастарсем тăрăшнипе ас тивсе пăхма, хак пама пултарĕç. Сăмах май, вĕсем ку енĕпе чи опытлисем - кашни çулах «Белешфест» фестиваль йĕркелеççĕ.
«КумысFESTра» дегустаци вырăнне тата кăмăса мĕнле хатĕрленипе паллаштаракан мастер-классене çитсе курма май пулать. Çавăн пекех хăнасем экскурси вăхăтĕнче Пушкăртстанри сывлăха çирĕплетмелли учрежденисен («Юматово», «Шафраново» тата ытти санаторисем) ĕç-хĕлне хак парĕç.
Форума хутшăнакансем театрализацилесе лартса панă сцена чăнлăхĕсене курса савăнĕç. Тĕп сăнарсен шутĕнче паллă вырăс писателĕсем Лев Николаевич Толстой тата Антон Павлович Чехов пулĕç. Вĕсем кăмăспа мĕнле сипленмелли çинчен каласа парĕç. Хăюллăраххисем хăйсен аллипе кĕсрене сума тата пĕчĕк тихана апатлантарма пултараççĕ.
- Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстан Республики Раççейре кăмăс тăвассипе ăстасен тĕп вырăнĕ пулса тăрĕ, - палăртнă ПР Предпринимательство тата туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ çумĕнчи Пушкăртстанра Туризма аталантармалли центрăн ертÿçи Артур Идельбаев.
«Урал леш енчи-2021» Инвестсабантуя килекенсене тепĕр хыпар та савăнтармалла. Форумăн тĕп сцени çине Раççей эстрада çăлтăрĕ Валерия юрăç тухĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас