Радий Хабиров кун пирки темиçе верси пулнине пĕлтернĕ. Кам-тĕр çак командăна «красногорскисем» çеç кĕреççĕ тесе шутлать.
- Эпĕ çÿллĕ шайри патшалăх служащийĕ. Ĕçе йĕркеленĕ чухне ку манăн çын, кăна чылайранпа пĕлетĕп, кунпа туслашнă тата ытти йышши шухăшсемпе ертсе пыма пултараймастăп. Манăн тĕп тĕллев – палăртнине пурнăçласси, çынсен асĕнче ырă та пархатарлă ĕçсем туса çын пулса юласси,- тенĕ регион ертÿçи.
Вăл Хабиров команди мĕнле çынсене кĕтни пирки те хурав панă.
- Эпир çĕнĕ çынпа ĕçлеме пуçласан, манра чи малтан ун пирки абсолютлă айăпсăрлăх туйăмĕ хуçаланать. Ĕçлеме уççăн ĕçлетпĕр, тепĕр чухне ытлашши те шанатăп пулмалла. Красногорскра манпа тухăçлă çынсем тăрăшнă, вĕсен пĕр пайĕ кунта килчĕç. Пушкăртстан Пуçлăхĕн администрацинче ĕçлекенсен 95 проценчĕ Муртаза Рахимов вăхăтĕнче вăй хунă. Пилĕк-ултă çын патне çыпăçасси, çулăхасси манра çук. Интересĕ пĕрре – кам малалла каясшăн, вĕсемпе куçатпăр тата ĕçлетпĕр,- çирĕплетнĕ Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.