Новости
9 Сентября 2021, 11:04

РФ Инкеклĕ лару-тăру министрне Раççей Паттăрĕ ята панă

Паян, сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче, РФ Президенчĕ Владимир Путин «Е.Н.Зиничев арми генералне Раççей Федерацин Паттăрĕ ята парасси çинчен» калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ. Çак документ www.kremlin.ru официаллă сайтра пичетленнĕ.

РФ Инкеклĕ лару-тăру министрне Раççей Паттăрĕ ята панăРФ Инкеклĕ лару-тăру министрне Раççей Паттăрĕ ята панă
РФ Инкеклĕ лару-тăру министрне Раççей Паттăрĕ ята панă

«Службăри тивĕçсене пурнăçланă чухне паттăрлăхпа хайюллăх тата харсăрлăх кăтартнăшăн Евгений Николаевич Зиничев арми генералне Раççей Федерацийĕн Геройĕ ята парас (вилнĕ хыççăн)», - тенĕ указра.

Маларах Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн социалла сечĕсенче Рф инкеклĕ лару-тăру министрĕ синкерлĕ вилнĕ пирки хурланни çинчен пĕлтернĕччĕ. «Çар çынни пек пурăнчĕ, çар çынни пулсах уйрăлса кайрĕ. Питĕ, питĕ шел… Чĕререн хурланатăп…», -  тесе çырнă Пушкăртстан ертÿçи.

Массăлла информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 55 сулхи Евгений Зиничев служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне Красноярск крайĕнчи Норильскра вилнĕ. Вăл ведомствăсем хушшинче пыракан вĕрентÿ сборĕ вăхăтĕнче çынна çăлса хăварма пуçланă тесе пĕлтернĕ Инкеклĕ лару-тăру министерствин пресс-службинче.

РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-служби Ĕпхÿри Тĕп управленин çуртĕнче (8 марта урам, 12/1 çурт), пĕрремĕш хутри фойере, Раççей инкеклĕ лару-тăру министрне Евгений Зиничева асăнса чĕрĕ чечексем хума ятарлă вырăн йĕркеленине пĕлтернĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас