Пур хыпар та
Новости
10 Сентябрӗн 2021, 15:50

Республикăра ракпа чирлекенсемпе вилекенсем чакнă

Пушкăртстанра  сиенлĕ шыçăсемпе чирлекенсем (рак чирĕ) тата çак чире пула вилекенсен шучĕ чакнă тесе пĕлтернĕ канашлура ПР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман онкологĕ Рустем Аюпов.

Республикăра ракпа чирлекенсемпе вилекенсем чакнă
Республикăра ракпа чирлекенсемпе вилекенсем чакнă

Республикăра сиенлĕ шыççа пула çын пурнăçĕ татăласси иккĕмĕш вырăнта тăрать – 100 пин çын пуçне 156 вилĕм. Çичĕ уйăх хушшинче 16 пине яхăн çын сиплев процедури витĕр тухнă.

Кăçал Пушкăртстан федераллă бюджетран медицина хатĕрĕсем туянма 452,7 млн тенкĕ илнĕ. Унсăр пуçне 16 единица техника туянма регион бюджедĕнчен 75,5 млн тенкĕ укçа уйăрса панă.

Рустем Аюпов каланă тăрăх, вилессине чакарас тесен чире маларах диагностика тăвассине лайăхлатмалла, сиплев пахалăхне ÿстермелле тата онкологипе чирлекен çынсен пурнăçне çăмăллатмалла. Уйрăмах  сиенлĕ шыççа маларах тапхăрта тупса палăртасси пĕлтерĕшлĕ. Çакна халăха диспансеризаци тунă вăхăтра асра тытмалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас