Урал сасси
+14 °С
Облачно
Новости
10 Сентября 2021, 06:20

«Урал леш енĕ-2021» Инвестсабантуй: пилĕк проект валли 2,5 млрд тенкĕ

Сибайра иртекен Пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш «Урал леш енĕ-2021» инвестици сабантуйĕн ĕçлĕ программипе килĕшуллĕн Инвестици комитечĕн «Инвестици сехечĕ» форматпа лару иртмелле.

«Урал леш енĕ-2021» Инвестсабантуй: пилĕк проект валли 2,5 млрд тенкĕ«Урал леш енĕ-2021» Инвестсабантуй: пилĕк проект валли 2,5 млрд тенкĕ
«Урал леш енĕ-2021» Инвестсабантуй: пилĕк проект валли 2,5 млрд тенкĕ

Инвестсехет вăхăтĕнче пилĕк проект сÿтсе явмалла. Пĕтĕмĕшле вĕсен инвестици калăпăшĕ 2,5 млрд тенкĕпе танлашĕ.

Пĕрремĕш проект - «ЗАО МКХП-Ситно». Вăл арман комплексне çĕнетмелле. Унсăр пуçне Сибайра çĕнĕ макарон цехне хăпартмалла  тата макарон йышши таварсене туса кăларакан лини хута ямалла. Ивестици калăпăшĕ – 815,9 млн тенкĕ.

Иккĕмĕшĕ Туймазă районĕнчи Кандры ялĕнчи элеватор никĕсĕ çинче пайламаса валеçмелли логистика центрне йĕркелессипе çыхăннă. Кунта элеватор комплексĕ тата контейнер лапамĕ пулмалла. Инвестор пулма А.Е. Разумова уйрăм предприниматель (Реса компани ушкăнĕ) килĕшнĕ, çак ĕç валли вăл 350 млн тенкĕ уйăрать.

Инвестсехетри виççĕмеш проекта тишкернĕ май, пухăннисем «Риадент» клиникăн Ĕпхÿ (Сипайлово) тата Сибай хулисенчи имплантанципе протез центрĕсем пирки ыйту хускатĕç. Кунта инвестици виçи, планпа палăртнă тăрах, 170 млн тенке çитмелле.

Малалла «ЛДК» тулли мар яваплă общество (ООО) йывăçран тĕрлĕ япаласем (50 пинрен  500 пине çити кубла метр хатĕр продукци) туса кăларасси пирки пулĕ. Инвестици виçи – 1,2 млрд тенкĕ. Çак проекта Белорецк районĕнче пурнăçламалла.

Çавăн пекех пысăк форумра «Шифа» компанин инвестици пуçарăвĕпе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма палăртнă.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас