

Унăн сăмахĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле геморраги сив чирĕн пÿре синдромĕпе аптракансен шучĕ республикăра иртнĕ çулхипе танлаштарсан 2,9 хут сахалрах.
Гемораги сив чирĕн пÿре синдромне халăх хушшинче «шăши сив чирĕ» теççĕ. Вăл хăрушă инфекци чирĕ шутланать, çынна вĕлерме пултарать. Çак чир вăхăтĕнче пÿресем, ÿпке тата ытти органсем сиенленеççĕ. Ăна çынсен хушшинче саракансем шăшисем шутланаççĕ.
Специалистсем дачăсенче, пахчасенче ĕçленĕ, садри çуртсене тата кил-çуртри хуçалăха тасатнă чухне санитари хăрушсăрлăх правилисене асра тытма сĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен шăпах çакăнта сиенленнĕ шăшисен экскременчĕсем (тар, шăк, пăх, хăсăк) пулма пултараççĕ.
Паянхи кун шăши сив чирне хирĕç кĕрешмелли вакцина çук. Çавăнпа та тăтăшах санитарипе техника профилактика мероприятийĕсем ирттерни, харпăр хăй гигиена нормисене пăхăнни питĕ те вырăнлă пулмалла.
Юрий СНЕГОПАД.