Пур хыпар та
Новости
13 Сентябрӗн 2021, 12:30

Радий Хабирова Александр Невский орденĕпе чысланă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстан Пуçлăхне Радий Хабирова Александр Невскин орденĕпе наградăланă. Тивĕçлĕ указа право информацин официаллă интернет-порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Радий Хабирова Александр Невский орденĕпе чысланă
Радий Хабирова Александр Невский орденĕпе чысланă

Республика ертÿçине наградăланă документра  «Пушкăртстан Республикин социаллă тата экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн» тесе çырнă.

Пĕлсе тăма. Александр Невскин орденĕпе патшалăх службинче тăракан, Тăван çĕршыва çирĕплетес, аталантарас, халăхсен хушшинче Раççей хисепне çĕклес, çĕршывăн хÿтĕлев пултарулăхне çирĕплетес, экономика, наука, вĕрентÿ, культура, искусство, сывлăх сыхлав сферисене аталантарас ĕçре тăрăшакан, нумай çул служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пысăк кăтартусем патне илсе çитерекен Раççей Федерацинче пурăнакан çынсене тата экономика, наукăпа тĕпчев, социаллă тата культура, вĕрентÿ отраслĕсенче харпăр çитĕнÿсем тăвакан тата обществăшăн усăллă ытти ĕç тăвакан Раççей Федерацин гражданĕсене чыслаççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас