Малтанлăхи йышăнăва Башгидромет прогнозне шута илсе тунă. Коммуналлă çăмăллăхсемпе тивĕçтермелли йĕркепе пилĕк талăк хушши урамри вăтам сывлăш температури сакăр градусран сахалрах пулсан ăшăтмалли сезона пуçламалли çинчен муниципалитет пуçлăхĕ йышăну тăвать.
Регионти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Алан Марзаев синоптиксен прогнозĕсене шута илсе каланă тăрăх, сентябрь уйăхĕн 20-22-мĕшĕсем тĕлне сывлăш температури 8 градусран ытла пулмĕ. Çавăнпа сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнчен социаллă объектсене, унтан нумай хваттерлĕ çуртсене ăшă пама тытăнмалли çинчен пĕлтернĕ.
Маларах Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ĕпхÿ администрацине Хĕллехи тапхăрăн ятарлă штабне тума хушнă.
Унăн тĕп тĕллевĕ – иртнĕ çул сиксе тухнă евĕр кĕтменлĕхсенчен сыхланасси, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене килекен çăхавсенчен хăтăласси.
Çуллахи вăхăтра вĕри шывпа тивĕçтернĕшĕн çеç укçа илеççĕ. Ăшăтмалли тапхăр пуçлансан квитанцире «ăшăту» («отопление») йĕрке хушăнĕ. Учет приборĕ пулмасан е ăна хута яман пулсан ПР Патшалăх комитечĕ çирĕплетнĕ тариф тăрăх потреблени нормативĕпе е пĕтĕм çурта килекен ăшша шута илекен прибор тăрăх тÿлеве шутласа парĕç.