Пур хыпар та
Новости
14 Сентябрӗн 2021, 09:50

Чугун çул станцинче çынна ток çапса вĕлернĕ

Сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Куйбышев чугун çулĕн Буздяк станцинче ĕçлекен çынна электричество токĕ вилмеллех çапнă. Хальхи вăхăтра Ĕпхури транспорт прокуратури асăннă пăтăрмаха тĕпчет.

Чугун çул станцинче çынна ток çапса вĕлернĕ
Чугун çул станцинче çынна ток çапса вĕлернĕ

Атăлçум транспорт прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Буздяк станцинчи пĕр çурт тăррине юсаса пĕтернĕ хыççăн строительсем çÿле хăпармалли пусмана тепĕр вырăна куçарнă чухне унпа пысăк напряжениллĕ электропăралука лектернĕ. Электричество токĕпе коммерци организаци ĕçченĕ,  «Раççей чугун çулĕ» ОАОн  подрядла ĕçĕсене пурнăçланă май, вилмеллех суранланнă.

Транспорт прокуратури синкерлĕ лару-тăрăва пăхса тухса пĕтĕмлетÿ тăвĕ, айăплисем пулсан прокурор мерисем йышăнĕ тесе пĕлтернĕ ведомствăра.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас