Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Сентябрӗн 2021, 11:00

Ермеккей ялĕ çывăхĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртнĕ

Ĕçе хăйсем çуралса ÿснĕ ялсемпе хуласене пулăшас кăмăллă ăнăçлă ентешсемпе меценатсене пĕрлешме чĕнсе калакан «Атайсал» республикăри программăпа килĕшÿллĕн ПР Вăрман хуçалăх министрĕ Марат Шарафутдинов йĕркеленĕ.

Ермеккей ялĕ çывăхĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртнĕ
Ермеккей ялĕ çывăхĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртнĕ

Çăлкуç Ермеккей районĕнче пурăнакансемшĕн тахçанах чи юратнă вырăнсенчен пĕри пулса тăрать. Маларах ăна шыв пуçтармашкăн çеç туман.
- Çăлкуçа илем кĕртмелли проект çак вырăна иккĕмĕш пурнăç парассипе çыхăннă, - каласа панă Марат Шарафутдинов. – Унăн территорине тата çумĕнчи канмалли вырăна тирпей-илем кĕртни ял çыннисемпе район хăнисене беседка сулхăнĕнче ларса канма, таса çăлкуç шывне ĕçсе киленме май парать.
Тăван кĕтесе юратакансем шыв çумĕнчи территорине йăваннă йывăçсемпе çÿп-çапран тасатнă, çăлкуç патне пыма кĕпер йĕркеленĕ, беседка туса лартнă, кăвайт чĕртмелли тата çÿп-çап пуçтармалли вырăн хатĕрленĕ.
«Атайсал» проектăн тĕп тĕллевĕ - Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ çынсене пĕр тĕвве пуçтарса тăван тăрăхпа çыхăнтарасси, хамăрăн пĕчĕк çĕршывăмăра аталантарма, май пур таран илемлĕрех тума пулăшасси.
Надежда АЛЕКСЕЕВА. Ермеккей районĕ.

Ермеккей ялĕ çывăхĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртнĕ
Ермеккей ялĕ çывăхĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртнĕ
Ермеккей ялĕ çывăхĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртнĕ
Ермеккей ялĕ çывăхĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртнĕ
Ермеккей ялĕ çывăхĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртнĕ
Ермеккей ялĕ çывăхĕнчи çăлкуçа тирпей-илем кĕртнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: