Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Сентябрӗн 2021, 11:21

Пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕнче 3403 участок ĕçлĕ

Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕсемсĕр пуçне 29-мĕш Толбазă, 43-мĕш Краснохолмск, 55-мĕш Буйск суйлав округĕсем тăрăх ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсене (хушма суйлав) суйлаççĕ. Çавăн пекех Ĕпхÿ, Бирск тата Белорецк хулисен халăх тарçисемшĕн сасăлĕç.

Пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕнче  3403 участок ĕçлĕ
Пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕнче 3403 участок ĕçлĕ

Сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче палăртнă сасăлав кăçал виçĕ куна тăсăлать: сентябрĕн 17, 18 тата 19-мĕш кунĕсем. Сасăлав 8.00 сехетрен пуçланса 20.00 сехетчен пырать тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикин Тĕп суйлав комиссин председателĕ Илона Макаренко.
Суйлав 69 территори тата 3403 участок комиссийĕсенче иртĕ. Çав шутра 39-ĕшне суйлавçăсем вăхăтлăха пулакан вырăнсенче (больницăсенче, следстви изоляторĕсенче, чугун çул вокзалĕсенче) йĕркеленĕ.
- Сасăлав ирттермелли вырăнсене тивĕçлĕ службăсем тĕрĕсленĕ, вĕсем пурте ĕçлеме хатĕр. Суйлав комиссийĕсене пурне те стационарлă тата куçарса çÿремелли ещĕксемпе, сасăлав кабинисемпе, кирлĕ сĕтел-пуканпа, сейфпа, видеосăнав хатĕрĕсемпе, стационарлă тата алăра усă курмалли тимĕр детекторпа тивĕçтернĕ. 230 суйлав комиссийĕнче бюллетеньсене электронлă шута илмелли комплекспа усă курĕç, - тенĕ Илона Макаренко.
Унăн сăмахĕсем тăрăх, мĕнпур участоксенче санитарипе эпидемиологи хăрушсăрлăхне пăхăнмалли харпăр хÿтĕлев хатĕрĕсем пур.
ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров муниципалитетсен пуçлăхĕсене суйлав кунĕсенче участок комиссийĕсене йĕркелÿ ĕçĕнче кирлĕ пек пулăшу пама хушнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: