

2021 çулта ноябрьте уявсемпе çыхăннă канмалли кунсем ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче пуçланса 7-мĕшĕнче вĕçленет. Ноябрь уйахĕн 3-мĕшĕнче çула тухакансен йышĕ чи нумай пуласси паллă. Çавăн пекех 7-мĕшĕнче каялла таврăнакансем йышлă пулĕç.
Хушма поездсем Мускавпа Санкт-Петербург, Хусан, Пенза, Чулхула (Нижний Новгород), Саратов, Волгоград, Самара, Ĕпхÿ, Белгород, Орск хулисем хушшинчи маршрутсемпе çÿрĕç. Санкт-Петербург – Киров, Чулхула – Ижевск, Хусан – Санкт-Петербург маршрутсем çинче те хушма поездсем пулмалла. Унсăр пуçне Сортавала – Рускеала тата ытти турист çулĕсем çинче те чугун çул çинчи пулăшусемпе усă курма май пулĕ.
Юрий СНЕГОПАД.