Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Сентябрӗн 2021, 11:18

Вице-премьерсене çирĕплетме парламент та хутшăнĕ

ПР Патшалăх Пухăвĕ кĕрхи сессин пĕрремĕш ларăвĕнче, сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче, иккĕмĕш вулавра республика Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухмалла. Вĕсен шутне правительствăн вице-премьерĕсене çирĕплетнĕ чухне парламентпа калаçса татăлмалли йĕрке те кĕрет. Çавăн пекех вĕсене ĕçрен хăтарнă вăхăтра та депутатсен корпусĕ хăйĕн виçеллĕ сăмахне калĕ.

Вице-премьерсене çирĕплетме парламент та хутшăнĕ
Вице-премьерсене çирĕплетме парламент та хутшăнĕ

Сăмах кунта Пушкăртстан Конституцин 87-мĕш статйи – Республика Пуçлăхĕн полномочийĕ - пирки пырать. Хальхи вăхăтра парламентпа калаçса татăлмасăрах премьер-министр хăйĕн çумĕсен кандидатурисене регион ертÿçине сĕнет, вăл вара вĕсене хăйĕн указĕпе çирĕплетет.
Çĕнĕлĕхĕн авторĕсем - ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев, унăн çумĕсем Эльвира Аиткуловапа Рустам Ишмухаметов тата Гульнара Бикбулатова депутат. Рустам Ишмухаметов каланă тăрăх, тÿрлетÿ кĕртни кадрсен ыйтăвне татса парас ĕçре парламентăн пĕлтерĕшне тата пĕрлехи яваплăха вăйлăлатать.
- Ĕç тăвакан органсен, сĕннĕ кандидата ирттерес тесен, çаврăнăçуллă пулма тивет тата парламентăн политика пулăшăвĕ кирлĕ пулать, - тенĕ вице-спикер.
Унăн ĕçтешĕ те хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ.
- Регионсен тĕп законĕсене çакăн евĕр улшăнусем кĕртни вăл – пĕтĕмĕшле тренд, - тесе шутлать Эльвира Аиткулова. - Вăл Раççей Конституцине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн аталанма пуçларĕ. Унта Федераллă Пухăвăн пĕлтерĕшне вăйлăлатнă. Çакă тĕрĕс те. Эпĕ шутланă тăрăх, Патшалăх Пухăвĕ регион бюджетне йышăнать пулсан, эпир, депутатсем, вăл е ку сферăна кам ертсе пынине тата законпа программăсене мĕнле пурнăçланине пĕлсе тăмалла.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: