Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
16 Сентябрӗн 2021, 16:35

Икĕ пине яхăн ача кăшăлвируспа чирлеме пултараççĕ

Официаллă кăтартусем тăрăх, 2021 çулхи сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекципе чирлекен ачасен шучĕ 332-пе танлашать. Вĕсенчен 89-шĕ ковид-госпитальсенче сипленеççĕ. Юлашки талăкра çак чире 64 çул çитмен çынра тупса палăртнă. Пĕтĕмĕшле республикăра тухтăрсем кăшăлвируспа чирлеме пултаракан 1,8 пин ачана (шикленÿ пур) сăнаса тăраççĕ.

Икĕ пине яхăн ача кăшăлвируспа чирлеме пултараççĕ
Икĕ пине яхăн ача кăшăлвируспа чирлеме пултараççĕ

Маларах Пушкăртстанăн вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май COVID-19-па чирлекен шкул ачисен шучĕ ÿссе пынине пĕлтернĕ. Вĕсен ытларах пайĕ - 15 çултан иртнисем.

Республикăри оперативлă штаб паянхи кун тĕлне 61 930 çынра кăшăлвирус диагнозне тупса палăртнине çирĕплетнĕ. 314 пациентăн юлашки талăкра тĕпчев результачĕсем лайăх пулни паллă. Çав вăхăтрах 15 çын вилнĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: