Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Сентябрӗн 2021, 12:45

Кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлас хăрушлăх пур

Пушкăртстанра кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлас хăрушлăх пур. Çакăн çинчен республикăри ветеринари управленин пресс-служби пĕлтерет.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлас хăрушлăх пур
Кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлас хăрушлăх пур

Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре кайăк-кĕшĕк грипĕпе çыхăннă лару-тăру çивĕч тăрать. Халĕ çĕршывра асăннă чир синкерне 17 çĕрте тупса палăртнă. Вĕсенчен 7-шне Пушкăртстанпа кÿршĕллĕ вырнаçнă Челябинск облаçĕнче асăрханă. Гриппа ял-хуçалăхри пур чăх-чĕп, хир тата ял-хуласенче пурăнакан (çерçи, кăвакарчăн, чана, хура курак, ула курак тата ыт. те) чирлеççĕ.

Кайăксем чирленине пĕлтерекен паллăсем: вăйсăрланни, çапаланса утни, хуканусем килĕшÿсĕр пулни, пуçа хыçалалла каçăртни, апат çименни, киккирикипе сухалне кăвак тĕс çапни, куç витĕмĕ (роговица) тĕксĕмленни, çăмарта тăвасси чакни. Чир вилĕмпе вĕçленни 100% танлашать. Инкубаци тапхăрĕ (чир паллисем палăриччен) виç кунран виçĕ эрнеччен тăсăлать.

Хальхи вăхăтра ведомство çут çанталăк министерствипе юхан шывсем тăрăх вĕçен кайăксен виллисене шыраса рейдсем ирттерет. Регионти Россельхознадзор чăх-чĕп предприятийĕсене тĕрĕслет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: