Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Сентябрӗн 2021, 18:20

Мăшăрланмасăр пĕрле пурăнакансем çăмăл тупăш илес тесе çынна вĕлернĕ

Полицейскисемпе следовательсем Ĕпху хулинче 55 çулти арçынна вĕлернĕ çынсене тытса чарнă. ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче полици участокне Энтузиастов урамĕнчи пĕр хваттерте çынна пусахласа вĕлерни çинчен хыпар çитнĕ. Вилнĕ арçынăн ÿтне унăн тăванĕсем тупнă. Вĕсем тăванĕ телефон шăнкăравĕсем çине хуравламаннипе килсе çитнĕ.

Мăшăрланмасăр пĕрле пурăнакансем çăмăл тупăш илес тесе çынна вĕлернĕ
Мăшăрланмасăр пĕрле пурăнакансем çăмăл тупăш илес тесе çынна вĕлернĕ

Йĕрке хуралçисем  çак хăрушă ĕçе камсем тума пултарнине çийĕнчех уçăмлатнă. Вĕсем мăшăрланмасăр пĕрле пурăнакан 34 çулхи арçынпа вăтăр виççĕри хĕрарăм пулнă. Тытса чарнă çынсене маларах та судпа темиçе хут айăпланă. Вĕсем çак тискер ĕçе хăйсем тунине йышăннă.

Малтанхи кăтартусем тăрăх, хĕрарăм вĕлернĕ арçынна малтанах пĕлнĕ. Унсăр пуçне унăн хăйĕнпе пĕрле пысăк виçепе укçа пулма пултарнине те тавçăрнă. Сентябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче вĕсем иккĕшĕ эрех ĕçсе хăналаннă. Кашт вăхăт иртсен хуçа çывăрса кайнă, хăна хĕрарăмĕ вара çав вăхăтра палланă 34 çулхи арçынна хваттере кĕртнĕ. Пĕлнĕ информаци тăрăх, хĕрăрăм хăйĕн юлташне 55-ри арçынна вĕлерме тата унăн укçи-тенкине туртса илме сĕннĕ. Лешĕ унăн шухăшĕпе килĕшсе çывăракан арçынна малтан гантельпе çапнă, унтан хырăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Ун хыççăн вăрă-хурахсем хваттере ухтарма пуçланă. Вĕсем çав кун телефон, смарт-сехет тата вилнĕ çыннăн ытти япалисене тупнă. Унсăр пуçне укçа - 45 пин тенкĕ. Хваттертен тухса каяс умĕн дивана вут тĕртнĕ, газ конфоркисене уçса хăварнă, анчах телее пушар тухман. Полицейскисемпе следовательсем  гантель, çĕçĕ тата вăрланă япаласене тытса илнĕ.

Регионти Следстви комитечĕ вĕлернĕ фактпа уголовлă ĕç пуçарнă. Айăплисене следстви изоляторне ăсатнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: