Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
16 Сентябрӗн 2021, 11:10

Пушарта ача çунса вилнĕ хыççăн уголовлă ĕç пуçăрнă

«Асăрханусăр пулнипе вилĕм патне илсе çитерни» статьяпа Пушкăртстанри Следстви комитечĕ Учалă районĕнчи Старобайрамгулово ялĕнче 15 çулхи  арçын ача пушарта çунса вилнĕ хыççăн уголовлă ĕç пуçарнă.

Пушарта ача çунса вилнĕ хыççăн уголовлă ĕç пуçăрнă
Пушарта ача çунса вилнĕ хыççăн уголовлă ĕç пуçăрнă

Пушар сÿнтерекенсем уйрăм çуртра çуннă яш ÿтне асăрханă. Пушкăрт Республикинче Раççей следстви комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, арçын ачан тулаш çемçе тĕртĕмĕсем (мягкие ткани) пиçнĕ тата çуннă.

Следователь ачан вилĕм сăлтавне тĕпчесе пĕлме темиçе экспертиза тума палăртнă.

Пушар сÿнтерме пĕрремĕшсем пулса ял çыннисем хăйсен ирĕкĕпе килсе çитнĕ. Халĕ вут-кăвар мĕнрен пуçланса кайнине тĕпчеççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: