Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Сентябрӗн 2021, 16:36

2022 çулхи канмалли кунсене çирĕплетнĕ

Раççей Правительстви 2022 çулхи канмалли кунсене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Çĕнĕ çул уявĕсем  вунă, май уявĕсем  сакăр куна тăсăлĕç.

2022 çулхи канмалли кунсене çирĕплетнĕ
2022 çулхи канмалли кунсене çирĕплетнĕ

Министрсен кабинетĕнче палăртнă тăрăх,  ĕçлемен уяв кунĕсемпе тÿр килекен январь уйăхĕн 1-2-мĕшĕсене (шăмат кунпа вырсарни кун) май уйăхĕн 3-10-мĕшĕсене, март уйăхĕн 5-мĕшне (шăмат кун)  март уйăхĕн 7-мĕшне, тунти куна, куçарĕç.

Çапла вара Çĕнĕ çул уявĕсем 2021 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕччен тăсăлĕç. Май уяв кунĕсен пĕрремĕш тапхăрĕнче тăватă кун, апрель уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 3-мĕшĕччен, иккĕмĕш тапхăрĕнче  татах тăватă кун, май уйăхĕн 7-10 мĕшĕсенче, канăпăр.

Февраль уйăхĕнче Раççей çыннисем 23-мĕш числора, март уйăхĕнче 6-8-мĕшĕсенче ( шăмат куна, 5-мĕшне тунти куна куçарĕç) канĕç. Çавăн пекех виçшер кун июнь уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче, ноябрь уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче канмалли кунсем пулĕç.

Кăçалхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшне канмалли кун тесе пĕлтернĕ. Маларах РФ Ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Антон Котяков  Ĕç министерстви декабрь уйăхĕн 31-мĕшне канмалли кун тăвассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма шантарни çинчен пĕлтернĕччĕ. 2022 çулта декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ канмалли кун пулать, мĕншĕн тесен вăл шăмат куна лекет.

Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: