Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Сентябрӗн 2021, 17:40

Октябрьски хулинче çĕнĕ сквер уçăлнă

Пушкăртстан Республикинчи Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерствин пресс-служби Октябрьски хулинче «Юмах» ятлă çĕнĕ сквер уçăлнине пĕлтернĕ. Ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе хатĕрленĕ «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕ тивлечĕпе пурнăçа кĕртнĕ.

Октябрьски хулинче çĕнĕ сквер уçăлнă
Октябрьски хулинче çĕнĕ сквер уçăлнă

- Иртнĕ çул сквера тирпей-илем кĕртме тытăннă, тинех вăл хăйĕн илемĕпе кунта пурăнакансемпе хăнасене савăнтарма пултарать. Малтан Октябрьски хула çыннисем çак территорине хăтлăх кĕртессишĕн сасăласа йышăну тунă, ун хыççăн тин, строительсем тăрăшнипе, вăл юмах тĕнчине çаврăннă,-тенĕ ведомствăра.

Скверта пĕчĕк архитектура формипе юмахри чĕрчунсем евĕр кĕлеткесем вырнаçтарнă. Вĕсем уйрăмах ачасене савăнăç парнелеççĕ. Кунтах шăпарлансем валли вылямалли вăйă лапамĕ пур. Ăна хăрушсăрлăх нормисене пăхăнса тартанпа (синтетика материалĕ) витнĕ. Спорт тренажерĕсемпе турниксем тата ача-пăча скалодромĕ вырнаçтарнă.

Çĕнĕ сквера хальхи пурнăç ыйтнипе тунă çутатмалли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ, газон курăкĕ сарнă, йывăçсемпе тĕмсем лартнă тесе хушса хунă министерствăра.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: