Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Сентябрӗн 2021, 16:40

Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев сасăлава хутшăннă

Паян, сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев пĕтĕм Раççейри сасăлава хутшăннă. Спикер Ĕпхÿри «Башкортостан» патшалăх концерт залĕнче сасăланă. Вăл суйлавçăсемпе тĕл пулса калаçнă, журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев сасăлава хутшăннă
Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев сасăлава хутшăннă

Патшалăх Пухăвĕн ертÿçи суйлав участокĕсенче электорат хастар пулнине палăртнă. Çавăн пекех суйлав кунĕсем ĕçлĕ йĕркепе закона пăсмасăр тата хĕтĕрÿсĕр (провокацисĕр) лăпкă иртессе шаннине пĕлтернĕ.

Журналистсем суйлав умĕнхи агитаци мĕнле иртни çинчен ыйтсан вăл пĕтĕмĕшле кампанине закона пăхăнса йĕркеленине çирĕплетнĕ.

- Кашни суйлавăн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур, вăл иртсе пыракан вăхăтпа çыхăннă,- тенĕ Константин Толкачев. - Хальхи кампани пандеми тапхăрĕпе палăрса тăрать. Шел пулин те вăл экономика проекчĕсем, çынсен кăмăл-туйăмĕ çине начар витĕм кÿчĕ. Çапах та пĕтĕмĕшле, хăш-пĕр кăлтăксене шута илмесен, суйлав умĕнхи кампани закона пăхăнса иртрĕ. Сасăлав та ăнăçлă пуçланчĕ. Уйрăм сăнавçăсенчен асăрхаттарусем килеççĕ пулсан та суйлав процедури закон йĕркипе пырать.

РФ Патшалăх Думин çĕнĕ йышĕнчен республика парламенчĕн спикерĕ чăн малтан пуçланă усăллă ĕçсене малалла тăсасса шанать.

- Патшалăх Думи патшалăхăн механизмĕнче тĕп вырăн йышăнать. Вăл проблемăсене татса памалли право тытăмне йĕркелет тата законсене йышăнать,- тенĕ Константин Толкачев. - Пире республикăри Патшалăх Пухăвĕпе Патшалăх Думи хушшинчи ĕçлĕ хутшăну савăнтарать. Нумай çул эпир закон çырса пуçару тăвакан субьектсем хушшинче малта пыратпăр, пирĕн пуçарусене федераллă законсене кĕртеççĕ. Патшалах Пухăвĕн хальхи созывĕнчи ĕçсен пилĕк çулхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, эпир пĕрремĕш вырăнта тăратпăр. Консруктивлă калаçу малашне те тăсăласса, паян суйлавçăсем пулас депутатсемшĕн сасăлакан çынсем республикăшăн усăллă пуласса шанатăп. Пирĕн федераллă право тытăмне çĕнетмелли сенÿсем нумай.

Патшалăх Пухăвĕн председателĕ республикăра пурăнакансене çĕршыв пурнăçне хастар хутшăнма чĕнсе каланă.

- Эпĕ мĕнпур суйлавçăсене суйлав участокĕсене çитсе сасăлама йыхравлатăп. Суйлав вăл – патшалăхăн пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Унта граждансен кăмăлне шута илсе çĕршывăн политика вăйне палăртаççĕ. Сасăлава хутшăнасси – пирĕн гражданла тивĕç тата çĕршыв шăпипе хăвăн пуласлăхушăн яваплăха туйса кăтартса пани, - шалти туйăмĕсене палăртнă Константин Борисович.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: