Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Сентябрӗн 2021, 09:40

Республикăра Патшалăх Думине суйламалли участоксем ĕçле пуçланă

Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче 8.00 сехетре мĕнпур суйлав участокĕсем ĕçлеме пуçланă. Республикăра пурăнакансем 3403 участокра, çав шутра больницăсемпе санаторисенче, ирĕксĕр хăварнă çынсене тытакан учрежденисенче, вокзалсенче, ваттисен çурчĕсенче, сасăлама пултараççĕ.

Республикăра Патшалăх Думине суйламалли участоксем ĕçле пуçланă
Республикăра Патшалăх Думине суйламалли участоксем ĕçле пуçланă

Енчен те çын Раççейре регистраци иртмен пулсан, вăл Ĕпхÿ хулинчи Посадская урам, 26-мĕш çурт адреспа вырнаçнă участока килме пултарать. 272 ял-паççулкасенче 30 пин суйлавçă куçса çÿрекен автобус-участокĕсенче сасăлĕç. Вырăнтан вырăна куçса çÿреме йывăр çынсем патне участокри суйлав комиссийĕн членĕсем хăйсем килĕç.

Суйлав виçĕ кун – сентябрь уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче - иртесси  çинчен «Урал сасси» хаçат маларах пĕлтернĕччĕ. Унта регионти 3 млн ытла суйлавçă хутшăнмалла, вĕсенчен 43 пинĕшĕ пуçласа сасăлать.

Пушкăртстан территоринче РФ Патшалăх Думин депутачĕсемсĕр пуçне ПР Патшалăх Пухăвĕн «халăх тарçисене» 29-мĕш Толбазă, 43-мĕш Краснохолмск, 55-мĕш Буйск округсенче суйлĕç. Çавăн пекех суйлавçăсем Ĕпхÿ, Бирск тата Белорецк хулисен Канашĕсен тата хăш-пĕр ял Канашĕсен депутачĕсемшĕн сас парĕç. Пурĕ 175 кампани иртмелле, вĕсенче 312 мандата пайлĕç тата ун çумне партисен списокĕпе сасаланине хушмалла.

Юрий  МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: