Урал сасси
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
18 Сентябрӗн 2021, 17:15

15 сехет тĕлне 36,42 процент суйлавçă сасăланă

ПР Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче 15 00 сехет тĕлне 1 млн та 93 пин те 839 суйлавçă сасăланă. Çакă вăл республикăра  суйлав списокне кĕртнĕ мĕнпур суйлавçăсен 36,42 проценчĕпе танлашать.

15 сехет тĕлне 36,42 процент суйлавçă сасăланă
15 сехет тĕлне 36,42 процент суйлавçă сасăланă

Вырăнти вăхăтпа 15 00 сехет тĕлне Пушкăртстан Республикин суйлав списокне 3 млн та 3 пин те 626 суйлавçа кĕртнĕ.

Патшалăх Думишĕн сасăламалли икĕ бюллетеньсĕр пуçне суйлавçăсем виçĕ округра (Толбазă, Краснохолмск тата Буйск) ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсемшĕн сасăламалли бюллетеньсене алла илĕç, енчен те вĕсем çак округсенче пурăнаççĕ пулсан. Вĕсенче хушма суйлавсем ирттереççĕ. Хăш-пĕр вырăнсенче ял Канаш депутачĕсене те суйлаççĕ. Кунта вара тĕпĕр бюллетень хутшăнать тесе асăрхаттарнă Пушкăртстан Тĕп суйлав комиссинче.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: