Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Сентябрӗн 2021, 15:25

Рекордлă кăтарту – пĕрремĕш кунах суйлавçăсен 39,5 % сасăланă

Раççей Федерацин Патшалăх Думине суйламалли пĕрремĕш кунах республикăри пĕр районта суйлавçăсем пысăк хастарлăх кăтартнă. Çак пулăма рекордлă теме те юрать. Салават районĕнче пурăнакан суйлавçăсем пĕрремĕш кунах 39,5 проценчĕ суйлав участокĕсенче пулнă.

Рекордлă кăтарту – пĕрремĕш кунах суйлавçăсен 39,5 % сасăланă
Рекордлă кăтарту – пĕрремĕш кунах суйлавçăсен 39,5 % сасăланă

Çавăн пекех Салаватпа Бирск хулисенче, Благовар, Балтач, Нуриман районĕсенче суйлава килнисен шучĕ 30 процент ытла пулнине пĕлтернĕ паян ирхине «Суйлав-2021» обществăлла пресс-центрта иртнĕ брифингра ПР Тĕп суйлав комисси (ТСК)  председателĕн çумĕ Марат Гадилов.  Унăн сăмахĕ тăрăх, Ĕпхÿ хули те кĕтмен çĕртен тĕлĕнтернĕ – 25-30 процент сасăланă.

- Çынсем суйлав участокĕсене çемйисемпе, ачисемпе, тăванĕсемпе килнĕ. Пирĕн пата, хăш-пĕр участоксенче суйлавçăсем йышлă пулнипе çак лару-тăру вĕсене тивĕçтерменни пирки, ыйтусемпе тухакан суйлавçăсем те пулчĕç,-тенĕ ТСК представителĕ.

Марат Гадилов хушса çакна пĕлтернĕ: суйлавăн пĕрремĕш кунĕнче, сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, республикăри суйлавçăсен 25,03 проценчĕ сасăлава хутшăннă. Çакă вăл 750 пин ытла çынпа танлашать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: