Пур хыпар та
Новости
19 Сентябрӗн 2021, 21:25

Икĕ ачине вĕлернĕ арçын ăс-тăн енчен чиперех пулнă

Иртнĕ çул декабрь уйăхĕнче Давлекан район çынни икĕ пĕчĕк ачине вĕлерсе кайран хăй çине алă хунă пăтăрмахпа çыхăннă уголовлă ĕçе пĕтĕмĕшле тишкерсе пĕтернĕ темелле.

Икĕ ачине вĕлернĕ арçын ăс-тăн енчен чиперех пулнă
Икĕ ачине вĕлернĕ арçын ăс-тăн енчен чиперех пулнă

Преступлени тунă кун арçын арăмĕпе хирĕçнĕ хыççăн икĕ ачине, çулталăкри хĕр ачапа ултă çулхи ывăлне, илсе автомобиль çине лартса килтен тĕлли-паллисĕр тухса кайнă. Каярах вĕсен вилнĕ ÿчĕсене Уршак юхна шыв хĕрринче тупнă.

Айăпа кĕнĕ çынна вилнĕ хыççăн тунă психологипе психиатри экзпертизин кăтартăвĕсем хатĕр тесе пĕлтерет «КП-Ĕпхÿ» кăларăм. Çывăх вăхăтра Следстви комитечĕ уголовлă ĕçе тĕпчессине вĕçлемелле. Ахăртнех, айăплă çын вилнине пула, ĕçе хупĕç. Экспертиза арçын преступлениллĕ ĕç тунă чухне чипер ăс-тăнлă (вменяемый) пулнине тата хăй мĕн тунине ăнланса пурнăçланине кăтартса панă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: