Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Сентябрӗн 2021, 22:11

Суйлав участокĕсене хупнă тĕле Пушкăртстанра 69 процент суйлавçă сасăланă

Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче 20 00 сехет тĕлне (суйлав участокĕсем хупăннă вăхăта) 2,075 млн çын сасăланă. Вăл мĕнпур суйлавçăсен 69 проценчĕ пулать тесе пĕлтернĕ Тĕп суйлав комиссийĕ.

Суйлав участокĕсене хупнă тĕле Пушкăртстанра 69 процент суйлавçă сасăланă
Суйлав участокĕсене хупнă тĕле Пушкăртстанра 69 процент суйлавçă сасăланă

Ĕпхÿре суйлавçăсен хастарлăхĕ 67,9 процентпа танлашнă. Республикăри ытти хуласенчи вăтам кăтарту 57,7 процента çитнĕ. Чи нумай сасăланисен шутĕнче - Салават (75 %) тата Сибай (71,4 %) хулисем.

Районсенчи вăтам кăтарту - 78 процент. Тăхăрвунă процент урлă каçнисен шутне Салават (96 %), Шаран (95 %) тата Татăшлă (92 %) районĕсем кĕреççĕ.

Аса илтеретпĕр, Пушкăртстанра виçĕ кун тăрăшшĕ – сентябрь уйăхĕн 17, 18,19-мĕшĕсенче - РФ Патшалăх Думин тата виçĕ округра ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсен çĕнĕ йышне суйланă. Унсăр пуçне Ĕпхÿ, Белорецк, Бирск хулисенче, Ĕпхÿ районĕнче тата Юматово ял Канашĕнче суйлавçăсем вырăнти депутатсемшĕн сасăланă. Чылай районсемпе хуласенче хушма суйлавсем иртнĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: