Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
19 Сентябрӗн 2021, 19:50

Вырсарни кун 18 00 сехет тĕлне 65,51 процент суйлавçă сасăланă

Пушкăртстанра сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче 18 00 сехет тĕлне Патшалăх Думин суйлавне 1,969 млн çын хутшăннă. Çакă республикăри мĕнпур суйлавçăсен 65,51 проценчĕпе тÿр килет тесе пĕлтернĕ ПР Тĕп суйлав комиссинче.

Вырсарни кун 18 00 сехет тĕлне 65,51 процент суйлавçă сасăланă
Вырсарни кун 18 00 сехет тĕлне 65,51 процент суйлавçă сасăланă

Тĕп хулара, Ĕпхÿре, çак кăтарту çÿлерех асăннă вăхăт тĕлне 60 процент урлă каçнă. Регионти хуласенчи сасăлавăн вăтам кăтартăвĕ 49,64 процентпа танлашать. Çав вăхăтрах хастаррисем те пур: Салаватра 18 00 сехет тĕлне – 73 процент, Сибайра – 68.

Районсенче çак кăтарту пысăкрах – вăтамран 67,45 процент. Кунта ырă тĕслĕх вырăнне Салават  (91 процент), Бакалă (88), Калтасă (88) районĕсене илсе кăтартмалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: