Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Сентябрӗн 2021, 10:15

РФ Тĕп суйлав комиссийĕ 60 % протоколсене тĕрĕсленĕ

Раççей Федерацин Патшалăх Думин депутачĕсемшĕн сасăлассипе иртнĕ суйлавра пухнă сасăсен шучĕпе «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ малта пырать. Утмăл процент бюллетеньсене пăхса тухса суйлав участокĕсенчи протоколсене тишкернĕ май вăл 47,16 % сас пухнă тесе пĕлтерет Раççейри Тĕп суйлав комиссийĕ. Иккĕмĕш вырăнта – РФ Коммунистсен партийĕ - КПРФ (20,89 %), виççĕмĕш – Раççейри либераллă демократи партийĕ - ЛДПР (7,9 %).

РФ Тĕп суйлав комиссийĕ 60 % протоколсене тĕрĕсленĕ
РФ Тĕп суйлав комиссийĕ 60 % протоколсене тĕрĕсленĕ

Хальлĕхе малти пилĕк партисен шутне тепĕр икĕ парти кĕнĕ: «Справедливая Россия» 7,54 процентпа тата «Çĕнĕ çынсем» (5,77 %).

Çапла майпа, хальлĕхе, Патшалăх Думине пилĕк парти иртет. Вĕсем пурте пилĕк процентлă чăрмав (барьер) урлă каçнă.

Маларах  Пушкăртстанра экзитполсен (суйлава хутшăнакансенчен ыйтса пĕлекенсем) кăтартăвĕсем тăрăх, пилĕк процентлă чăрмава виçĕ парти çеç иртнине пĕлтернĕччĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: