Пур хыпар та
Новости
21 Сентябрӗн 2021, 17:35

Çăк турттаракан тепловоз çунма пуçланă

Паян, сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, ирхине Кармаскалă районĕнчи Тазларово станцинчен кăнтăр енчен, 35 çухрăмра, тепловоз çунма пуçланă. Çак хыпар Инкеклĕ лару-тăру мининистерствин Пушкăртстанри управленине çитнĕ.

Çăк турттаракан тепловоз çунма пуçланă
Çăк турттаракан тепловоз çунма пуçланă

Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, 63 вагон çаклатнă тепловоз «Çтерлĕ станцийĕ – Ĕпхÿ станцийĕ» маршрутпа пĕр еннелле çеç каякан çулпа пынă. Утмăл виçĕ вагонтан 43-шĕ çине тĕрлĕ çăк тиенĕ пулнă.

Вырăна Çĕнĕ Киешки ялĕнчи пушар сÿнтерекенсен пĕрремĕш подразделенийĕ килсе çитнĕ вăхăтра çулăм тепловозăн двигатель пайĕнче уççăн алхаснă.

- Вут-çулăма сÿнтерме 17 çын хутшăннă тата 6 единица техника явăçтарнă. Çав шутра Раççей Инкеклĕ лару-тару министерствинчен 5 çынпа 2 техника. Шыва икĕ пăрăхран панă, пĕр пушара сÿнтермелли участок йĕркеленĕ, шыва турттарса унпа вăхăтра тивĕçтерсе тăнă. Вут-çулăм сарăлас хăрушлăх сиксе тухман. Вилнисемпе суранланнисем çук, - пĕлтернĕ ведомствăн пресс-службинче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас