

Университетăн пресс-служби каласа панă тăрăх‚ «Эрвел» çĕр улмин сорчĕ универсаллă шутланать. Улма тути лайăх‚ çав вăхăтрах ăна крахмал туса кăларма техника культури пек те ÿстерме пулать. Сорт Атăл тăрăхĕнчи климатра çитĕнтерме юрăхлă‚ типĕ çанталăка тата сăтăрçăсене парăнмасть.
«Ванюша» клевера «Уфимский-1» сорт никĕсĕ çинче ÿстерсе кăларнă. Вăл шăрăхран хăрамасть‚ чир-чĕрсене лайăх чăтса ирттерет. Унсăр пуçне çĕнĕ сорт пысăк тухăç парать. Асăннă сорт курăк массипе чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Белокпа пуян клевер мĕнпур ял хуçалăх выльăхĕсем валли те юрăхлă.
Шерепеллĕ амарантăн «Саша» çĕнĕ сорчĕ чăн малтан декоративлă ÿсен-тăрансен шутне кĕрет. Хăйĕн илемлĕхĕсĕр пуçне вăл шăрăхран хăрамасть‚ пысăк тухăç парать.