Июль уйăхĕн вĕçĕнче васкавлă пулăшу бригади медицина учрежденине ÿсĕр арçынна илсе килнĕ. Вăл аллисемпе сулкалашма пуçланă, çав вăхăтра реаниматологпа токсиколога темиçе хут çапса янă. Тухтăрсен суранĕсене вăтам суран тесе хак панă.
«Преступлени тунă агрессивллĕ пациент тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексăн 112-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçармалла, анчах та пăтăрмах пулса иртнĕренпе икĕ уйăх хыçа юлнă пулсан та çак ĕçе пурнăçламан. Республикăри профсоюз медицина ĕçченĕсем çине пациентсем тапăннă тĕслĕхсем ÿснишĕн, çавăн пекех тапăнакансене явап тыттарманшăн кăмăлсăр пулнине пĕлтерет»,- тенĕ профсоюзăн ыйтса çырнă çырăвĕнче.
Хальлĕхе асăннă фактпа законлăха сыхлакан органсем официаллă ăнлантарса пани пулман.
Юрий СНЕГОПАД.