Пур хыпар та
Новости
23 Сентябрӗн 2021, 17:25

Пушкăртстанра ача прависен Уполномоченнăйĕ пулма Ольга Панчихинана çирĕплетнĕ

Паян, сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче, ПР Патшалăх Пухăвĕн пленарлă ларăвĕнче республикăри ача прависен Уполномченнăйĕ пулма Ольга Панчинана çирĕплетнĕ. Унăн кандидатурине Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров сĕннĕ.

Пушкăртстанра ача прависен Уполномоченнăйĕ пулма Ольга Панчихинана çирĕплетнĕ
Пушкăртстанра ача прависен Уполномоченнăйĕ пулма Ольга Панчихинана çирĕплетнĕ

Вăл республикăри ачасене хÿтĕлеме хăйĕн мĕнпур опычĕпе усă курма шантарнă. Ольга Панчихина Пушкăртстанра 900 пин ытла ача пурăннине аса илтернĕ, çавăнпа та унăн вĕсен интересĕшĕн ĕçлемелле пулнине палăртнă. Депутатсен ытларах пайĕ унăн кандидатуришĕн сасăланă.

Аса илтеретпĕр, Ольга Панчихина Пушкăртстанри Обществăлла палатăна ертсе пынă, Раççей Федерацинчи Обществăлла палатăн пайташĕ шутланать. Вăл -  чылай обществăлла пуçарусен тата социаллă проектсен авторĕ, гражданла общество институчĕсене аталантарассипе тата социаллă технологисене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен эксперт. Ольга Юрьевна пуçарнипе нумай ыр кăмăллăх акцийĕсем иртнĕ.

Сасăлав хыççăн Ольга Панчихина тупа тунă. Ун умĕн çак яваплă ĕç пуканне Милана Скоробогатова йышăннă пулнă. Халĕ вăл, РФ Патшалăх Думин депутатне суйланна май, республика интересĕсене Мускавра хÿтĕлĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас