Йĕрке хуралçисем инкеклĕ ĕçе йăлтах уçăмлатнă: сентябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пелепей хулинчи Восточная урамра «Лада Гранта» рулĕ умĕнче ларнă паллă мар водитель çул хĕррине вирхĕнсе тухнă та тимĕр юпана пырса тăрăннă.
Çăмăл машинăн хуçи çул-йĕр инкекĕ сиксе тухнă вырăнтан пăрахса кайнă. Ăна каçхине пуçĕ суранланса медицина пулăшăвĕ пырса ыйтнă хыççăн çеç тупса палăртнă. Çак аваринче арçыннăн 22 çулхи Пелепей хулинче пурăнакан юлташ хĕрĕ те суранланни паллă. Каярах вăл шалти органĕсем вăйлă сиенленнипе больницăра вилнĕ.
«Лада Гранта» автомобиль палăртнă йĕркепе регистраци иртмен. Тĕрĕслев пуçарн㻂 – тенĕ ПР ГИБДД пресс-службинче.