

Тĕп хулари шалти ĕçсен управленин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ватă çыннăн карас телефонĕ çине пĕр кунхине палламан çын шăнкăравланă. Вăл хăйĕнпе закона сыхлакан органта ĕçлекен пулатăп тесе паллаштарнă. Ăна «Евгений Николаевич» тесе чĕнеççĕ имĕш. Çак сăмахсем çийĕнчех кинемее илĕртнĕ те. Калаçнă чухне суя полицейски унăн мăнукĕ çул-йĕр çинче инкеке лекнине тата йывар аманнине, халĕ вăл тата тепĕр çын больницăра пулнине пĕлтернĕ. Çавăн пекех усал шухăшлă «йĕрке хуралçи» çак пăтăрмах пирки уголовлă ĕç пуçарас мар тесен пĕр миллион тенкĕ укçа кирлине систернĕ. Пенсионер каланине ĕненнĕ, анчах та çакăн чухлĕ укçа çуккине пĕлтернĕ. Ун хыççăн аферист укçа виçине чакарнă – 100 пин тенкĕ ыйтнă. Унсăр пуçне тухтăр каланипе карчăка простыньпе ал шăлли хатĕрлесе хума хушнă.
Кăшт вăхăт иртсен пенсионерăн çурчĕ умне автомобильпе арçын килсе чарăннă. Ватă çын урама тухса палламан «хăнана» вăл мĕн ыйтнине пурне те парса янă. Çав вăхăтра кинемейпе пĕр татăлмасăр «Евгений Николаевич» çыхăнура пулнă. Укçана панă хыççăн вăл хăй хушнă пек виçĕ экземплярпа заявлени çырмалла тенĕ. Заявленинче «икĕ ен калаçса килĕшнĕ хыççăн уголовлă ĕç пуçарманнине» палăртма ыйтнă. Анчах та çак документсене никам та килсе илсе кайман.
Çак пулăма йĕрке хуралçисем шута илнĕ, «Улталани» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Полици ĕçченĕсем ултавçăсене шыраççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.