

Совет саманинчи паллă çар ертÿçи Семен Акимович Иванов (1901 – 1974 çç.) Ермеккей районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралнă. Вăл çар хĕсмечĕн çăмăл мар çулĕпе утса тухнă, ахаль хĕрлĕ армеецран пуçласа генерала çитнĕ. Ăна Сергиевск масарĕ çинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă совет салтакĕсемпе юнашар пытарнă пулнă.
Генералăн малтанхи палăкĕ кивелсе юхăннă май, Семен Акимовичăн пĕр тăванĕн ывăлĕ, Владимир Иванов, ăна хăйĕн укçи-тенкипе çĕнетме шутланă. Çак ĕç валли вăл, Çурçĕрте пурăнаканскер, 400 пин тенкĕ уйăрнă.
Палăка Карелинчи хура гранитран ăсталанă. Вăл икĕ штыка аса илтерет, вĕсен вĕçĕсене хĕрлĕ çăлтăр пĕрлештерет. Штыксем генерал хăй иртнĕ Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисен çулĕсене символла пĕлтерĕшне аса илтереççĕ.
«Асра тытмалла» проектăн хастарĕ Борис Гордеев полици полковникĕ çывăх вăхăтра Ĕпхÿ хулинчи Октябрь проспектĕнчи 28-мĕш çурт çинче (генерал-майор çакăнта пурăннă) Семен Ивановăн асăну хăмине уçассине пĕлтернĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.

