Пур хыпар та
Новости
28 Сентябрӗн 2021, 10:50

Пушкăртстанра хут‚ сĕтел-пукан тата эмел туса илесси ÿснĕ

Регионта промышленность производсвтин индексĕ 2021 çулхи январь-август уйăхĕсенче‚ иртнĕ çулхи çак тапхăрпа пăхсан‚ 104‚4% танлашнă. Кăçалхи çулăн август уйăхĕнче‚ июль уйăхĕпе танлаштарсан‚ индекс 112‚8% çитнĕ. Раççейри вăтам кăтарту вара – 104‚7%. Кăтартусем хут туса  хатĕрлес енĕпе - 2‚2 хут‚ эмелсем  – 1‚8 хут тата сĕтел-пукан - 1‚6 хут ÿснĕ.

Пушкăртстанра хут‚ сĕтел-пукан тата эмел туса илесси ÿснĕ
Пушкăртстанра хут‚ сĕтел-пукан тата эмел туса илесси ÿснĕ

 - Промышленность производствин индексĕ малалла  çирĕппĕн ÿсет. Промышленность комплексĕн мĕнпур отраслĕсем хушшинче чăн малта ĕçлесе хатĕрлемелли производсто (107‚6%)‚ экономикăн энергетика секторĕ (106‚9%)‚ шывпа тивĕçтермелли‚ ăна юхтарса ямалли‚ шыв тасамарлăхне тĕп тăвакан тата каяшсемпе усă куракан сфера (129%)  пыраççĕ‚ – тенĕ ПР промышленность‚ энергетика тата инноваци министрĕ Алекесандр Шельдяев.

Полиграф ĕçĕ-хĕлĕ (135‚1%)‚ автотранспорт хатĕрĕсем‚ прицепсем тата çурма прицепсем (131‚4%)‚ хатĕр тимĕр япаласем‚ машинăсемпе оборудованисемсĕр пуçне (138‚4%)‚ йывăç ĕçлекен (128‚6%)‚ тир-сăран япаласем (127‚7%)‚ металлурги (120%)‚ электричество хатĕрĕсем (110‚8%)‚ машинăсемпе оборудованисем (106‚2%)‚ машинăсемпе оборудованисене юсасси тата монтажласси (105‚5%)‚ тумтир (105‚3%)‚ тимĕр руда кăларасси (105%)‚ хими (102‚5%)‚ тимĕр мар минерал продукцийĕ (100‚8%)‚ кокспа нефть продукчĕсем (100‚4%) туса илесси 20 процентран пуçласа 40% таран ÿснĕ.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Повышениепроизводительноститрудаиподдержказанятости

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас