Новости
29 Сентября 2021, 07:45

Кăмпа пуçтарма кайнă икĕ хĕрарăм вăрманта аташнă

Пушкăртстан Республикинчи Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн аварипе хăтару службин ĕçченĕсем Дюртюлĕ районĕнчи Ангасяк ялĕ çывăхĕнчи вăрманта çухалса кайнă икĕ хĕрарăма пулăшу пама килсе çитнĕ.

Кăмпа пуçтарма кайнă икĕ хĕрарăм вăрманта аташнăКăмпа пуçтарма кайнă икĕ хĕрарăм вăрманта аташнă
Кăмпа пуçтарма кайнă икĕ хĕрарăм вăрманта аташнă

Ведомствăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ 51 тата 62 çулхи хĕрарăмсем вăрмана кăмпа пуçтарма кайнă. Вĕсем унта вăрман ăшне кĕрсе кайса аташнине асăрхаман.

 - Хĕрарăмсен аллинче мобильлĕ телефон пулнă. Вĕсенчен пĕри ывăлĕпе çыхăнăва тухнă‚ хăйсем инкеклĕ лару-тăрăва лекнине пĕлтернĕ. Арçын вахтăра пулнă май вăрах шухăшламасăр хăтаруçăсенчен пулăшу ыйтнă. Çав вăхăтрах вăл амăшне хăйсем ăçта пулнине палăртма инструкци панă‚ даннăйсене хăтаруçăсене пĕлтернĕ – тенĕ Пушкăртстан Республикинчи Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнче.

Хăтаруçăсем координатсем тăрăх вăрманта çухалса кайнă хĕрарăмсене тупнă‚ вĕсене унтан тухма пулăшнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас