«Налог тÿлекенĕн харпăр хăйĕн уйрăм кабинечĕ» сервиспа усă куракансене электронлă майпа налог тÿлемелли çинчен пĕлтернĕ.
Налог тÿлекен ытти çынсен уведомленийĕсене кашнийĕ пурăнакан адреспа ярса панă. Вĕсене Раççей Почти уйрăмне кайса илмелле. Çавăн пекех налог тÿлессипе çыхăннă пĕлтерĕве нумай функциллĕ центрăн кирек хăш офисĕнче те 15 минут хушшинче алла илме пулать.
Тÿлевсене Раççейĕн Федераллă налог службин сайтĕнче налог тÿлекенĕн харпăр хăйĕн уйрăм кабинетĕнчен онлайн мелĕпе‚ «Налоги ФЛ» мобильлĕ приложени урлă е «Уйрăм çынсем налогсем‚ страхлав тÿлевĕсем тÿлени» («Уплата налогов‚ страховых взносов физических лиц»)‚ «Урăх çынсемшĕн налогсем тÿлени» («Уплата налогов за третьих лиц») тата «Налогсемпе пошлинăсем тÿлени» («Уплата налогов и пошлин») пайри «Тÿлев хушăвне çырса хатĕрлени» («Заполение платежного поручения») интернет-сервиссемпе усă курса‚ çавăн пекех çывăхри банк тата Раççей Почти уйрăмĕсенче тÿлеме май пур.
2020 çулшăн килнĕ пурлăх налогĕсене 2021 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тÿлемелле.