-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Раççей Пенси фончĕ пенсионерсем 80 çултан иртсен пысăкрах пенси тÿлевĕ илме пуçлани çинчен аса илтернĕ. Сакăр вунă çула çитсен çирĕплетнĕ страхлав пенси тÿлевĕ (вăл 6044,48 тенкĕпе танлашать) икĕ хут ÿсет, 12088,96 тенке çитет.
- Çынна пенсине çĕнĕлле ÿстерсе тÿлессине заявлени çырмасăрах пурнăçлаççĕ,- тенĕ Пушкăртстанри Пенси фончĕн уйрăмĕнче.
Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн, ниçта та ĕçлемен çынсене, енчен те вĕсем 80 çултан иртнĕ пенсионера пăхаççĕ пулсан, уйăхсерен 1380 тенкĕ компенсаци тÿлевĕпе тивĕçтереççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.