Пур хыпар та
Новости
1 Октябрӗн 2021, 17:35

Тăватă пин яш салтака кайĕ

Пушкăртстанра‚ мĕнпур çĕршыври пекех‚  октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кĕрхи призыв кампанийĕ пуçланнă. Республика Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тăватă пин салтак ăсатма палăртать. Ĕпхÿ хулинчен 700 çамрăк каччă салтак аттине тăхăнĕ.

Тăватă пин яш салтака кайĕ
Тăватă пин яш салтака кайĕ

 - Республикăн тĕп хулинче  тăватă çар комиссариачĕ ĕçлет. Комиссариатсенче‚ пухăну пункчĕсенче тата çар чаçĕсенче кăшăлвирус инфекцийĕ тата ытти чирсем ан сарăлччăр тесе асăрханулăх мерисене пăхăнĕç. Пунктсене килсе çитнисен ÿт температурине тĕрĕслĕç. Мĕнпур призывниксем икĕ хутчен тест парĕç‚ – тенĕ Ĕпхÿ хула администрацийĕн пресс-служби.

ОРВИ чирĕсемпе чирлекенсене сыввисенчен уйăрĕç‚ тест илĕç. Кирлĕ пулсан сиплĕç.

Кĕрхи призыв декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçленĕ.         

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас