Новости
4 Октябрӗн 2021, 05:17

Газ заправкисем тума – 720 млн тенкĕ

Пушкăртстана газ заправкисем тума 720 млн тенкĕ субсиди уйăрса панă. Республика асăннă проекта пурнăçа кĕртме 120 млн тенкĕ хывать. 2022-2024 çулсенче çулталăк хушшинче 10 станци туса лартма палăртаççĕ.

Газ заправкисем тума – 720 млн тенкĕГаз заправкисем тума – 720 млн тенкĕ
Газ заправкисем тума – 720 млн тенкĕ

 

Машинăсене газпа çÿремелле тăвакан сферăра ĕçлекен компанисене 143,7 млн тенкĕ уйăрса парĕç. Вĕсем çулсерен 2 пин транспорта  газпа ĕçлемелле тăвĕç.

Пушкăртстанра асăннă пулăшу виççĕмĕш çул ĕçлет. 2019-2021 çулсенче çак тĕллевпе икĕ шайлă бюджетран 782,9 млн тенкĕ уйăрнă.

Регионти промышленность министерствин информацийĕ тăрăх, халĕ республикăри çулсем çинче газпа заправка тăвакан  28 станци ĕçлет. 2023 çулта 20 газ станцийĕ уçма палăртнă. 2024 çул вĕçне вĕсем республикăра 58 пулĕç. «Башавтотрансра» газ топливипе çÿрекен  256 автобус, çакă патшалăх перевозчикĕсен пĕтĕмĕшле паркĕн  улттăмĕш пайĕпе танлашать, ĕçлет.

Надежда РОДИОНОВА.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас